3132 | Хӗл мучин хӗрхенес йӑли ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3133 | Хӗл сивви ватӑ ҫынна та ҫамрӑклатать. | Ҫу — Хӗл |
3134 | Хӗл сивви вут хумасӑрах пӗҫертет. | Ҫу — Хӗл |
3135 | Хӗл сивви кашкӑра та хӑратать. | Ҫу — Хӗл |
3136 | Хӗл сивви кӗрӗк ҫӗлеме вӗрентнӗ. | Ҫу — Хӗл |
3137 | Хӗл сивви купӑссӑрах ташлаттарать. | Ҫу — Хӗл |
3138 | Хӗл сивви ҫитсен кӑмака та ҫӑтмах. | Ҫу — Хӗл |
3139 | Хӗл сивви хӗр кулли мар. | Ҫу — Хӗл |
3140 | Хӗл сивви хӗҫ пек кастарать. | Ҫу — Хӗл |
3141 | Хӗл сивви шӑмма витет, сив сӑмах чуна витет. | Ҫу — Хӗл |
3142 | Хӗл сиввин хӑйӗн кӗвви. | Ҫу — Хӗл |
3143 | Хӗл сиввине вут хутса ӑшӑтма ҫук. | Ҫу — Хӗл |
3144 | Хӗл ҫитсен ҫул ҫӳресси хӗн. | Ҫу — Хӗл |
3145 | Хӗл тарҫа янӑ тет. | Ҫу — Хӗл |
3147 | Хӗл уйӑхӗ — улт уйӑх, ҫу уйӑхӗ — ҫич уйӑх. | Ҫу — Хӗл |
3146 | Хӗл уйӑхӗ — улт уйӑх. | Ҫу — Хӗл |
3148 | Хӗл хӗрӗх тӗслӗ. | Ҫу — Хӗл |
3150 | Хӗл хырамӗ — пуп хырӑмӗ, пуп хырӑмӗ — хӗл хырӑмӗ. | Ҫу — Хӗл |
3149 | Хӗл хырӑмӗ аслӑ теҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3151 | Хӗл хырӑмӗ пысӑк. | Ҫу — Хӗл |
3152 | Хӗл хырӑмӗ хӗлӗхсӗр. | Ҫу — Хӗл |
3153 | Хӗл хырӑмӗ хӗрӗх аршӑн. | Ҫу — Хӗл |
3154 | Хӗл хырӑмне тӑрантарма хӗн. | Ҫу — Хӗл |
3155 | Хӗле кӗрсен — саплӑк лартас тет, ҫӑва тухсан — капла та юрӗ тет. | Ҫу — Хӗл |
3159 | Хӗле хирӗҫ — хӗне хирӗҫ. | Ҫу — Хӗл |
3156 | Хӗле хирӗҫ вутӑ сыпӑла. | Ҫу — Хӗл |
3157 | Хӗле хирӗҫ кӑмака ҫи те хакланать. | Ҫу — Хӗл |
3158 | Хӗле хирӗҫ куланай. | Ҫу — Хӗл |
3160 | Хӗлӗн хырӑмӗ питӗ. | Ҫу — Хӗл |
3162 | Хӗлӗпшӗн ҫех хӗл килмест, Ҫумккашӑн ҫех ҫу килмест. | Ҫу — Хӗл |
3161 | Хӗлӗпшӗн ҫех хӗл килмест. | Ҫу — Хӗл |
3163 | Хӗлӗхсӗре хӗл сивӗ. | Ҫу — Хӗл |
3164 | Хӗлле вӗлле уҫмаҫҫӗ, ҫулла ҫуна кӳлмеҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3165 | Хӗлле кӑмпа ҫиес тесен ҫулла ӳркенес пулмасть. | Ҫу — Хӗл |
3166 | Хӗлле кӑмпа татма та, ҫырла татма та каймаҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3167 | Хӗлле кӗрӗкпе намӑс мар теҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3168 | Хӗлле кун таврӑнать, ҫулла ҫӗр таврӑнать. | Ҫу — Хӗл |
3169 | Хӗлле пытарни ҫуркунне палӑрать. | Ҫу — Хӗл |
3170 | Хӗлле сивӗре шӑнсан йытӑ та ҫулла шӑмӑран пӳрт тӑвӑттӑм тесе калать. | Ҫу — Хӗл |
3171 | Хӗлле тӑвассине ҫуллана ан хӑвар. | Ҫу — Хӗл |
3174 | Хӗлле хӗр ташлать. | Ҫу — Хӗл |
3172 | Хӗлле шӑнман кайӑк ҫулла хӗвел ӑшшине сисмен. | Ҫу — Хӗл |
3173 | Хӗлле шӑнни хӗвелпе тухать. | Ҫу — Хӗл |
3175 | Хӗлле юр шурӑ та, ҫиме хал ҫук теҫҫӗ. | Ҫу — Хӗл |
3176 | Хӗллехи вӑхӑт — хӑна вӑхӑчӗ. | Ҫу — Хӗл |
3178 | Хӗллехи каҫ — тӑрна сӑмси тӑршшӗ, ҫуллахи каҫ — тӑри сӑмси тӑршшӗ. | Ҫу — Хӗл |
3177 | Хӗллехи каҫ тӑрна сӑмси тӑршшӗ. | Ҫу — Хӗл |
3179 | Хӗллехи сивӗре пур кайӑк та ӗнтӗркет. | Ҫу — Хӗл |
3180 | Хӗллехи сивӗре тӑлӑп та тӑлӑххӑн ҫакӑнса тӑмасть. | Ҫу — Хӗл |
3181 | Хӗллехи тӑман — ҫуллахи ҫумӑр. | Ҫу — Хӗл |